Ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тӗлӗшпе ӗҫлекен HeadHunter онлайн-лапам пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсен йышӗ самай ӳснӗ. Ку кӑтарту 9,1%-па танлашнӑ.
Апла пулин те Атӑлҫи Федераллӑ Округра Чӑваш Ен чи малта мар. Удмурт Республикин ҫак кӑтарту тата та пысӑкрах. Ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ унта 15,7% ӳснӗ. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ Республикинче, Самарпа Чулхула облаҫӗсенче вакансисен шучӗ пирӗн республикӑран ытларах йышланнӑ. Атӑлҫи Федераллӑ Округа илес пулсан ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ вӑтамран илсен 7,4% ӳснӗ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре ӑслӑлӑхпа вӗренӳ сферинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ самай нумайланнӑ (+47,5%) — ҫакӑ ӗнтӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне банк сферинче (+22,7%) тата «инсталляци, сервис» професси тытӑмӗнче (+25,6%) ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ пулнӑ.
Нумай пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи Раҫҫей Президенчӗн тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисене икӗ сехет вӗрентме йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Тутарстана ӗҫпе ҫитнӗ май вӑл тӑван чӗлхесемпе патшалӑх чӗлхисене пӑтраштарма кирлӗ марри пирки каланӑ.
Журналистсем ыйту панӑ хыҫҫӑн Михаил Бабич хӑйӗн хуравӗнче РФ вӗренӳ министерстви патшалӑх чӗлхисене вӗрентес енӗпе методика кӑтартӑвӗсене хатӗрлени пирки хыпарланӑ. «Ҫапла май вырӑс чӗлхине тата республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисемпе тӑван чӗлхесене вӗрентессине норма тата методика тӗлӗшӗнчен йӗркене кӗртнӗ», — тенӗ Михаил Викторович. Вӗсене ҫывӑх вӑхӑтра республикӑсене ҫитерме палӑртни пирки пӗлтернӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Михаил Бабич обществӑлла пӗрлӗхсемпе политика ӗҫченӗсене чӗлхе ыйтӑвӗ енӗпе лӑпланма ыйтнӑ, йышӑнусене тивӗҫлӗ йышӑнса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшма сӗннӗ.
Паян Мускавра Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем валли телеканал суйлас енӗпе Федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ пирӗн пата: Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнчи мӗнпур регионти 32 телеканала хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» тӗллевленнӗ.
Чи малтанах хӑйсен контентне 75 процентран сахал мар тунине, регионти халӑхӑн 50 проценчӗ курнине шута илнӗ. Конкурс комиссийӗ Наци телекуравӗн хӑйӗн вещани сетки пуррине, хыпарсен кӑларӑмӗсем кулленех тухнине, хӑлха илтменнисем валли субтитрсем пуррине, кӑларӑмсене чӑвашла хатӗрленине пысӑк хак панӑ.
«Берег Волги на Неве» (чӑв. Нева хӗрринчи Атӑл ҫыранӗсем). Ҫакӑн ятлӑ курав Питӗрте уҫӑлнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Унта Мускавпа Питӗр хулинчи художниксен ӗҫӗсем кӑна мар, Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи ӳнер ӑстисен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Курав, тепӗр майлӑ каласан, Питӗрти ӳнер академийӗнче ӑс пухса тата унта пултарулӑха туптаса Атӑл ҫыранӗн хӗррине, тӑван тӑрӑха, каялла таврӑннӑ ӳнерҫӗсене пӗрлештернӗ.
Куравра РФ халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗсен Виктор Бритвинӑн, Александр Федосеевӑн, Владимир Нагорновӑн, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Раҫҫейӗн художниксен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫин Андрей Анохинӑн, Чӑваш енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Константин Долгашевӑн тата ыттисен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар.
Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те.
Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ.
Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ.
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха.
Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110.
Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен.
2007 ҫул Атӑлҫи федераллӑ округра Ҫамрӑксен ҫулӗ пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Кун ҫинчен тӑлҫи федераллӑ округри РФ президенчӗн пӗтӗмӗшле яваплӑ представителӗ Александр Коновалов пӗлтернӗ.
Паянхи куна АФОра пурӗ 15-29 ҫулхи 7,5 млн ҫамрӑк ҫын пурӑнать. Ку вӑл округри пӗтӗм халӑх йышӗнчен 24%. Ҫакна та каласа хӑвармалла: Раҫҫейри 7,5 млн студентсенчен 1,5 млн Аталҫи федераллӑ округра вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |